Guest User

Untitled

a guest
Jun 24th, 2018
93
0
Never
Not a member of Pastebin yet? Sign Up, it unlocks many cool features!
text 3.47 KB | None | 0 0
  1. 1 ВАНЯ ӐҪТА?
  2. 2 Маша тата Ваня пахчара. Ҫанталӑк паян питӗ хитре, питӗ шӑрӑх. Анчах та ӗнер питӗ сивӗччӗ. Ҫавӑнпа вӗсем урамра выляймарӗҫ. Машӑпа Ваня выляма юратаҫҫӗ, вӗсем яланах пысӑк ҫуртӑн умӗнчи пахчара выляҫҫӗ.
  3. 3 Ваня – ултӑ ҫулхи пӗчӗк ача. Пӗчӗк хӗрача – унӑн йӑмӑкӗ, вӑл пилӗк ҫулта. Ваньӑн пӗчӗк пӗр йытӑ пур, ҫак вăхăтра анчӑк та пахчара. Йытӑ ҫакӑ икӗ пӗчӗк ачапа выляма килӗштерет. Халӗ вӑл питӗ хавас.
  4. 4 Машӑн та йытӑ пур-и? Машӑн йытӑ ҫук, унӑн кушак пур. Анчах та кушакӗ пӳртре, вӑл ҫывӑрать.
  5. 5 Вӗсен амӑшӗ кушакпа пӗрле пӳртре, вӑл чӳречерен пӑхать те Ваньӑпа Машӑн вылянине сӑнать. Ваня хăвăрт ҫӗрӗк пысăк аслă йывӑҫ патне чупать. Мӗншӗн, пӗлетӗр-и эсир? Маша ларать те аллисем куҫӗ умĕнче. Вӑл нимӗн те курмасть, вӑл шутлать. Мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвать? Тата Ваня йывӑҫӑн хыҫӗнче мӗн тӑвать?
  6. 6 Ку вӑйӑ. Маша шутласа пӗтернӗ хыҫҫӑн йӗри-тавралла пӑхать. Вӑл Ваньӑна шырать: (вӑл) ӑҫта кайрӗ? Эсир ӑна куртӑр-и?
  7. 7 Маша Ваньӑн ӑҫта пулнине пӗлмест. Вӑл йытӑран ыйтать: «Ваньӑна куртӑн-и?». Анчах та йытӑ, паллах, калаҫма пӗлмест. Ҫапла вара, Маша хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине хурав илеймест. Ҫынсем йытӑсемпе калаҫнӑ чухне нихӑҫан та хурав илеймеҫҫӗ!
  8. 8 Маша хӑйӗн амӑшӗ ҫине чӳрече витӗр пӑхать, амӑшӗ кулать. Маша, Ваньӑн ӑҫта кайнине вӑл курнӑ пуль тесе, шутласа илет. «Кала-ха мана, ӑҫта вӑл!»- тет амӑшне. «Ҫук, Маша, эпӗ сана калаймастӑп» - тесе хуравлать амӑшӗ. Вӑл ӑҫта пулнине пӗлет тен, ҫапах та каласшӑн мар.
  9. 9 Маша хуллен пахчара аташса ҫӳрет. Халӗ те пулин Ваньӑна тупас тесе тӑрӑшать. Сӗтелӗн тата пукансен айне пӑхать, анчах Ваня унта ҫук. Вӑл пӗтӗм ҫӗре пӑхать, ҫапах Ваньӑна тупаймасть.
  10. 10 Каярахпа вӑл пӗр сас илтет, ватӑ пысӑк йываҫ хыҫӗнчен илтӗнет. Ку Ваня пулаять-и? Каллех сасă пур! Вӑл тимлӗн итлет. Ку чӗрчун та мар, кайӑк та мар. Вӑл халӗ питӗ лайӑх илтет. Ку Ваня пулма пултарать!
  11. 11 Вара пӗчӗк алă та курӑнать, ҫывӑхарах пырсассӑн унӑн пуҫне те курать. Вӑл кулать «сана тупрӑм!» - тет. Вӗсем иккӗшӗ те савӑнӑҫлӑ киле каяҫҫӗ, чӗре сури туса илме вӑхӑт.
Add Comment
Please, Sign In to add comment